Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тӑван ялава (Волгин В.)


Эс халӑх юнӗпе сӑрланнӑ,
Аслӑ революци кунӗнче,
Ун чух мул сӑнчӑрӗ арканнӑ,
Ҫӗн кун ҫуралнӑ ҫӗр ҫинче.

Хӗп-хӗрлӗн варкӑшса ҫӗклентӗн
Пит паттӑр ҫирӗп алсенче;
Хаяр ҫапӑҫура ҫӗнтертӗн, —
Ялан эс вӗлкӗш мал енче!

1947



Тулли верси :: Статья каҫми